Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Ҫӗнӗ ҫул», «Ҫӗнӗ шкул»

«Ҫӗнӗ ҫул» ятлӑ стена хаҫатне Турипе Анатри Кӗлешкасси (Йӗпреҫ районӗ, ЧР) халӑхӗ кӑларать. «Ҫӗнӗ ҫул» — Анат Кӗлешкасси шкулӗнче вӗренекенсен хаҫачӗ.
Ку хаҫатсем малтан уйрӑм тухса тӑнӑ. Халӗ, 4-мӗш номертен пуҫласа ҫак икӗ хаҫат пӗрлешнӗ. Малашне шкул тата икӗ ял халӑхӗ пӗр стена хаҫачӗ «Ҫӗнӗ ҫул» кӑлараҫҫӗ.
Чӑн, тӗрӗс, хальхи саманара шкул халӑхпа пӗрле, халӑх шкулпа пӗрле.
Хальхи саманара чӑваш халӑхӗ ҫӗнӗ ҫул ҫине тухнӑ, чӑваш шкулӗ те ҫӗнӗ ҫулпа пырать.
Анатри Кӗлешкасси, Тури Кӗлешкасси, таврари ялсем, Кӗлешкасси шкулӗ, ытти шкулсем ҫӗнӗ ҫулпа, ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулӗпе утаҫҫӗ.
Икӗ Кӗлешкасси, вӗсен шкулӗ ҫӗнӗ ҫулпа ӑнӑҫлӑ утма, такӑнмаср утма, такӑнсан та ура ҫине тӑрса ҫав ҫулпах малалла утма, ҫул ҫинчи маяксене хуҫакансемпе кӗрешме, ҫил-тӑманра аташасран татах ҫӗнӗ ҫул ҫине маяксем лартах тӑма, ҫӗнӗ ҫула лайӑх тытма, унти халӑхпа шкул «Ҫӗнӗ ҫул» ятлӑ хаҫат кӑлараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул, пурнӑҫ ҫулӗ — вӑрӑм ҫул. Пурнӑҫ ҫулӗпе арҫын-хӗрарӑм, ватти-ҫамрӑкки утма ҫулӗ такӑр кирлӗ. Ҫула такӑрлатма ку саманара хаҫатсем, стена хаҫачӗсем те питӗ пулӑшаҫҫӗ.
Пурнӑҫ ҫулне такӑрлатма, илемлетме, пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчи тарӑн ҫырмасем, шырлансем урлӑ тӗреклӗ, ишӗлми кӗперсем ӗмӗрлӗхе хывма хаҫатсем, стена хаҫачӗсем те пулӑшаҫҫӗ.
Кӗлешкассисен стена хаҫачӗсем ҫинче те пурнӑҫ ҫулне юсама тӑрӑшни курӑнать: ӗҫкӗ сиенӗ, ялти путсӗр Мӗкӗте, ялти куштан — Тавит Мӗкӗти тата ытти ҫинчен те хаҫат ҫине ҫырса вӗсене чарма тӑрӑшаҫҫӗ. Чараҫҫӗ вӗсене.
«Ҫӗнӗ ҫул» хаҫат йӗрленипе хӑшне-хӑшне выговор та лекнӗ. Хӑш-хӑш ӗҫсем ҫинчен йӗрлеме тӗрлӗ учрежденисене янӑ. «Ҫӗнӗ ҫул» хӑйӗн корреспонденчӗсемпе анчах мар, хӑйне кӑларакансемпе анчах мар, тӗрлӗ учрежденисемпе те ҫыхӑнса тӑрать, вӑл ял хушшинчи тӗрлӗ сиенсене сирме тӑрӑшать, вӗсене сирет те.
Кӗлешкасси ялӗсем Хусанпа Улатӑр хушшинчи чугун ҫултан инҫе мар, Йӗпреҫ станци патӗнче. Ӗлӗк унти халӑха сӗм вӑрман урлӑ тӗнче пурнӑҫӗ саси илтӗнмен.
Халӗ Кӗлешкассинче пурнӑҫ апла мар. Унти халӑх стена хаҫачӗ те кӑларать, тата хаҫатсене те унти халӑх 2-3 киле, 3-4 киле пӗр хаҫат илсе тӑрать. Хаҫатсем тӑрӑх тӗнче хыпарне пӗлеҫҫӗ, хуҫайства малалла ямашкӑн вӗренеҫҫӗ.
Хальхи самана йӗрки хресчен пурнӑҫне те, хресчен ӗҫне те ӑнӑҫлӑрах, вӑйлӑрах тума тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хресченсем хаҫат нумай илни, хресчен хушшинче стена хаҫачӗсем кӑларни — пурнӑҫа малалла яма пулӑшать.
Стена хаҫачӗсем те пурнӑҫа юсама пулӑшас ӗҫре кая тӑрса юлман. Вӗсем пур хресчене те ҫӗнӗ ҫулпа, ҫӗнӗ пурнӑҫ патне ертсе пыраҫҫӗ. Кӗлешкассинче кӑларакан «Ҫӗнӗ ҫул» та ҫав пысӑк ӗҫех тӑвать, вӑл хресченсене ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулӗпе ертсе пырать.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-06-27 14:55:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2399 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем